Чӑваш Енре ҫырла фестивалӗ иртесси пирки пӗлтернӗччӗ. Ун валли сасӑлав мелӗпе ят суйланӑ. Сасӑлав вӗҫленнӗ. Эппин, фестиваль мӗн ятлӑ пуласси те паллӑ.
Вӑл ҫаплах ятлӑ пулӗ: «Чӑваш Енри ҫырла фестивалӗ». Аса илтерер: ӑна Петровкӑра, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи «Ивушка» питомник ҫумӗнче ирттерӗҫ.
Ҫак фестивале ҫулсеренех ирттерме, кӑштахран федераци шайне тухма палӑртнӑ.
Халӑхран пуҫтаракан сӗт хакӗ чакнӑ. Кун пирки ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтерет.
Хальхи вӑхӑтра пӗр литр сӗте 18 тенкӗ те 80 пуспа пуҫаракансем пуррине палӑртнӑ. Ку, пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтпа танлаштарсан, 21 процент пӗчӗкрех. Савутсем пӗр литр сӗте 26,06 тенкӗпе йышӑнма пуҫланӑ. Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов лару-тӑрӑва тӗпчеме хушнӑ.
Сӑмах май, пӗлтӗр ҫынсем сӗт юр-варне сахалрах туяннине палӑртнӑ. Сӗт суса илесси вара пысӑкланнӑ: 2,2 тонна ытларах.
Утӑ уйӑхӗн 13-14-мӗшӗсенче Чӑваш Енре Уй кунӗ пулӗ. Вӑл Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловка ялӗ ҫывӑхӗнче иртӗ. Унта самолетсене анса лармалли лапам пур. Унпа халӗ усӑ курмаҫҫӗ. Шӑпах ҫавӑнта, асфальт ҫине, техникӑна лартма, общество апатланӑвӗн пункчӗсене йӗркелеме, парковка тума меллӗ.
Ҫавӑнтах ял хуҫалӑх техникипе, производство опычӗпе паллаштарӗҫ. Пӗрремӗш кунхине техника куравӗ, ҫавра сӗтелсем, ӑсталӑх класӗсем пулӗҫ. Иккӗмӗш кунхине техника уйра ӗҫленине кӑтартӗҫ. Мероприятие специалистсем, студентсем, ял хуҫалӑх учрежденийӗсенче вӗренекенсем хутшӑнӗҫ.
Уй кунне 23 регионти 20 ытла специалиста чӗннӗ.
Етӗрне районӗнчи амӑшӗпе хӗрӗ Раҫҫейри чи маттур дояркӑсен ятне тивӗҫнӗ.
Ҫуллахи тата хӗллехи ял хуҫалӑх ваййисенче пирӗн ҫӗршывра темиҫе ҫул ӗнтӗ вӗсене никам та ҫитеймест.
Кӑҫал вӗсем Дояркӑсен пӗтӗм ҫӗршыври ӑмӑртӑвӗнче кӗмӗл медале ҫӗнсе илнӗ. Амӑшӗ, Надежда Петрова, икӗ хутчен палӑрнӑ. Вӑл уйрӑм зачетра та «кӗмӗле» тивӗҫнӗ. Яштака та ҫӳллӗ мар ҫак хӗрарӑм, сӑмах май каласан, самбо енӗпе спорт мастерӗ!
Тутарстанри «Аввангард» обществӑн генеральнӑй директорне Николай Курчаткина «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ.
Николай Григорьевич 1963 ҫулхи пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Кивӗ Тутайкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх техникумӗнче, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче, Патшалӑх службин Атӑл-Вятка академийӗнче вӗреннӗ.
Хӑй вӑхӑтӗнче Николай Кручаткин Ҫӗрпӳри сельхозхимие те ертсе пынӑ, Ҫӗрпӳ районӗнчи ял хуҫалӑх управленийӗнче тӑрӑшнӑ.
2005 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ӑна «Авангард» обществӑн «Ҫӗрпӳри бекон» филиалне ертсе пыма шаннӑ, 2011 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе асӑннӑ обществӑн гендиректорӗнче тимлет.
Чӑваш Енре кӑҫал ҫырла фестивальне пӗрремӗш хут йӗркелесси пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ӑна утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче йӗркелеме палӑртнӑ.
Хальлӗхе фестиваль ятне суйламан. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви 10 ят шутласа тупнӑ. Вӗсенчен пӗрне суйламалла. Сасӑлав «Уҫӑ хула», «Халӑх тӗрӗслевӗ», «Госуслуги» порталсенче пушӑн 31-мӗшӗччен иртет.
Министерство ҫак ятсене сӗнет: Фестиваль «Ягода», Ягодная Чувашия, Ягодный фестиваль Чувашии, Ягодный день, Ягодный бум, Ярмарка ягод, ЯгодаFest, Ягодный микс, Фестиваль ягод «Поляна», Сказочные ягоды Чувашии.
Кӑҫал Чӑваш Енре ҫырла фестивальне йӗркелесшӗн. Ку таранччен ун пекки пулман.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл Шупашкар районӗнчи «Ивушка» питомник ҫумӗнче утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче иртӗ. Кунашкал куравсем Британире, АПШра, Финляндире, Канадӑра, Японире ирттереҫҫӗ. «Халӗ ун пеккине Чӑваш Енре йӗркелемелле, пӗтӗм Раҫҫей пирӗн пата килтӗр», - тенӗ ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамнов.
Унта ҫырла ӑстисем хӑйсен продукцине сутма, кӑтартма пултараҫҫӗ. Фестиваль ҫав вӑхӑтрах агротуризмпа паллаштарӗ. Хальлӗхе ҫырла фестивалӗн ячӗ ҫук, ӑна ҫывӑх вӑхӑтра суйлӗҫ.
Шупашкарта "Ҫӗрулми" курав ӗҫлени пирки эпир сайтра пӗлтернӗччӗ. Унта ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пулса курнӑ.
Аса илтерер: курав "Каскад" суту-илӳ центрӗнче ӗҫлет. Унта тӗрлӗ сортлӑ ҫӗрулми туянма пулать.
Олег Николаев куравра каланӑ тӑрӑх, пирӗн республикӑра чипс кӑларма тытӑнасшӑн. Ку проектпа Патӑрьел районӗнчи "Лук-Агро" предприяти ӗҫлет. Унта ҫӗрулмине чипс валли хатӗрлекен цех хута каймалла.
Россельхознадзор Элӗк районӗнчи усламҫа агрохимикатсене упрамалли йӗркене пӑснӑшӑн административлӑ майпа явап тытнӑ.
Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, Узянов В.Н. усламҫӑ 8 тонна аммиак селитрине ятарлӑ пӳлӗмре упраман, вӑл уҫӑ вырӑнтах, тулта, выртнӑ. Ку вара йӗркене пӑсни шутланать. Россельхознадзор ӗҫченӗсем усламҫӑ тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Ӑна асӑрхаттару панӑ.
Паян Шупашкарта "Ҫӗрулми" курав ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл "Каскад" суту-илӳ центрӗнче вырнаҫнӑ.
Унтах ӑслӑлӑхпа практика конференцине ирттерме, тӗрлӗ сорт ҫӗрулмин дегустацине тума, вӑрлӑх сутма палӑртнӑ.
Куравра ҫӗрулмисӗр пуҫне пыл, чей, хунав тата ыттине туянма пулать. Ҫӗрулмин ҫак сорчӗсене сутаҫҫӗ: "Аван", "Вымпел", "Бельмонда", "Бернина", "Бонус", "Верди", "Винета", "Гала", "Гулливер", "Жуковский ранний", "Ирбитский", "Королева Анна", "Коломба", "Колетте", "Прайм", "Ред Скарлетт", "Ред Леди Ривьера", "Родрига", "Розара", "Удача" тата ыттисем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |